Внимание! Изменился адрес и местонахождение офиса Регоператора
г. Чебоксары, пр. Московский д. 19, корп. 11, пом. 2. Время работы: с 8 до 17 часов (суббота-воскресенье выходной)
клиентский (договорной) отдел: (8352) 70-92-27 доб.1 / dogovor@mvkecocenter.ru
диспетчерский отдел: (8352) 70-92-27 доб.2 / disp@mvkecocenter.ru
приемная: (8352) 59-00-12, факс: (8352) 62-33-77
Русский язык

Чăваш Республикинчи коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусемпе хуравсем

  • Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене пухса тирпейлекен регион операторӗ кам вӑл.

Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене пухса тирпейлекен регион операторӗ /малалла – регион операторӗ/ – «коммуналлӑ» статус илнӗ каяшсене тирпейлессипе ҫыхӑннӑ мӗн пур тапхӑршӑн яваплӑ компани. Чӑваш Республикинче «Экоцентр» МВК» ООО уҫӑ конкурса хутшӑнса ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене пухса тирпейлекен регион операторӗ пулма ирӗк ҫӗнсе илнӗ.

«Экоцентр» МВК» ООО Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх служби тарифсене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсен хуҫисемпе – уйрӑм ҫынсемпе тата юридици сӑпачӗсемпе – коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене пухса тирпейлесси ҫинчен килӗшÿ тӑвать. /Федерацин 1998 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 89-мӗш «Производствӑри тата усӑ курнӑ хыҫҫӑнхи каяшсем ҫинчен» саккун/.

  • Мӗн вӑл коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяш.

Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяш – хуҫалӑхра пулакан каяшсем тата кулленхи пурнӑҫра усӑ курнӑ май хӑйсен пахалӑхне ҫухатнӑ таварсем. Çавӑн пекех юридици сӑпачӗсен, индивидуаллӑ предпринимательсен, ыттисен ӗҫ-хӗлӗнчен пулнӑ каяшсем те коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяш шутланаҫҫӗ. /Федерацин 1998 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 89-мӗш «Производствӑри тата усӑ курнӑ хыҫҫӑнхи каяшсем ҫинчен» саккунӑн 1-мӗш статйи/.

  • Регион операторӗ пулмалли юридици сӑпатне кам тата мӗнле майпа палӑртнӑ.

2017 ҫулта Чӑваш Республикин Строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви регион операторне суйлама конкурс ирттернӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсемпе Чӑваш Республикинче коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене пухса тирпейлес ӗҫ-хӗле йӗркелеме «Экоцентр» МВК» ОООпа килӗшÿ тунӑ. /РФ Правительствин 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 881-мӗш йышӑнӑвӗ/.

  • Кам регион операторӗ пулма пултарать.

Раҫҫейре регистрациленнӗ, коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлес енӗпе ӗҫлекен, I-IV хӑрушлӑх класне кӗрекен каяшсене пухма, тиесе кайма, утилизацилеме, сиенсӗрлетме, вырнаҫтарас тӗлӗшпе ӗҫлеме лицензи илнӗ, конкурса хутшӑнса ҫӗнтернӗ кирек хӑш йӗркелÿпе право форминчи юридици сӑпачӗ регион операторӗ пулма пултарать.

  • Чӑваш Енре регион операторне мӗн вӑхӑта суйланӑ.

Килӗшÿре палӑртнӑ тӑрӑх «Экоцентр» МВК» ОООна килӗшÿ вӑйра тӑнӑ вӑхӑтлӑха – 10 ҫуллӑха – регион операторӗ пулма суйланӑ. Çак тапхӑрта «Экоцентр» МВК» ООО Чӑваш Республикин территорийӗнче каяшсене пухас, тиесе каяс, утилизацилес, сиенсӗрлетес, вырнаҫтарас тӗлӗшпе ӗҫлӗ.

  • 6. Регион операторӗн ӗҫӗ-хӗлӗ мӗн ҫинче никӗсленет.

Регион операторӗ хӑйӗн ӗҫ-хӗлне Росприроднадзорӑн Чӑваш Республикинчи управленийӗ 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче панӑ 21.0012.17-мӗш лицензийӗпе килӗшÿллӗн пурнӑҫлать. Регион операторӗ хӑйӗн ӗҫӗнче ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Çут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ Производствӑри тата хуҫалӑхри каяшсене тирпейлемелли территори схемипе усӑ курать. Регион операторӗн ӗҫ-хӗлне йӗркелекен документсем,

  • федерацин 1998 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 89-мӗш «Производствӑри тата хуҫалӑхри каяшсем ҫинчен» саккунӗ;
  • РФ Правительствин 2016 ҫулхи чÿк уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи «Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 641-мӗш йышӑнӑвне улшӑнусем кӗртесси тата коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлесси ҫинчен» 1156-мӗш йышӑнӑвӗ;
  • Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн 2017 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнчи «Чӑваш Республикин территорийӗнче коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлекен регион операторӗн ӗҫ-хӗлне пурнӑҫламалли Йӗркене ҫирӗплетесси ҫинчен» 557-мӗш йышӑнӑвӗ.
  • Регион операторӗ мӗн ӗҫлет.

Регион операторӗ конкурсра ҫӗнтернӗ территорире коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяша пухассине, тиесе каяссине, тирпейлессине, утилизацилессине, сиенсӗрлетессине, тӗп тӑвассине йӗркелет. Çак ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама вӑл коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тиесе каякан тата тӗп тӑвакан ытти юридици сӑпачӗсене те – коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяша тирпейлекен операторсене – явӑҫтарать.

Оператор пурнӑҫлакан ӗҫшӗн коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсен хуҫисем, нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансем, уйрӑм хуҫалӑх тытакансем, юридици сӑпачӗсем, предпринимательсем тÿлеҫҫӗ.

  • Регион операторӗн ӗҫӗсен хакне кам палӑртать.

Регион операторӗн ӗҫӗсен хакне Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх служби палӑртать, мӗншӗн тесен Раҫҫей Федерацийӗн Çурт-йӗр кодексӗпе килӗшÿллӗн коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяша тирпейлес тӗлӗшпе пурнӑҫлакан ӗҫсене коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен шутне кӗртнӗ. Граждансен пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫӗсемшӗн тÿленӗшӗн социаллӑ пулӑшу мерисемпе усӑ курма ирӗк пур.

  • Регион операторӗ хӑҫан ӗҫлеме пуҫлать.

Регион операторӗ Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх служби ҫирӗплетнӗ пӗрлехи тариф вӑя кӗрсен ӗҫе пуҫӑнать.

  • Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлессин мӗнле тӗсӗсем регион операторӗн тивӗҫӗ шутланаҫҫӗ.

Регион операторӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗн территорийӗнче каяшсене тирпейлемелли регион программипе тата территори схемипе килӗшÿллӗн коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене пухассине, тиесе каяссине, тирпейлессине, утилизацилессине, сиенсӗрлетессине, тӗп тӑвассине йӗркелет. /Федерацин 1998 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 89-мӗш «Производствӑри тата хуҫалӑхри каяшсем ҫинчен» саккунӗн 24.6 статйи/. Каяшсене тирпейлемелли килӗшÿпе регион операторӗ Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшÿллӗн килӗшÿре палӑртнӑ вырӑнта тата калӑпӑшпа каяшсене пухать, тиесе каять, тирпейлет, сиенсӗрлетет. /Федерацин 1998 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 89-мӗш «Производствӑри тата хуҫалӑхри каяшсем ҫинчен» саккунӗн 24.7 статйи, РФ Правительствин 2016 ҫулхи чÿк уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи «Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин 2008 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 641-мӗш йышӑнӑвне улшӑнусем кӗртесси тата коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлесси ҫинчен» 1156-мӗш йышӑнӑвӗ/.

  • Регион операторӗ мӗнле каяшсемпе ӗҫлет.

Регион операторӗ коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсемпе кӑна ӗҫлет. Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсен шутне граждансем кулленхи пурнӑҫра йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме усӑ курнӑ май хӑйсен чӑн пахалӑхне ҫухатнӑ таварсене, юридици сӑпачӗсен, предпринимательсен ӗҫ-хӗлне пурнӑҫланӑ май пулакан тата хуҫалӑхри ытти каяша кӗртеҫҫӗ. Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсен шутне кӗрекен каяшсен тулли списокне Роспотребнадзорӑн 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи «Федерацин каяшсен квалификаци каталогне ҫирӗплетесси» хушӑвӗпе /Росприроднадзорӑн 2017 ҫулхи чÿк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 566-мӗш хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ улшӑнусемпе пӗрле/ палӑртнӑ. Регион операторӗн коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсен шутне кӗмен ытти каяш хуҫисемпе те каяшсене тирпейлесси ҫинчен килӗшÿ тума ирӗк пур.

  • Регион операторӗпе камӑн килӗшÿ тумалла.

Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлеме каяш хуҫисен килӗшÿ тумалла. Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсен хуҫисем,

  • нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи хваттер хуҫисем;
  • уйрӑм ҫуртсен хуҫисем;
  • производство юхӑмӗнче ҫÿп-ҫап тӑвакан юридици сӑпачӗсемпе предпринимательсем.

Килӗшÿ туманни е килӗшÿ тӑвасран пӑрӑнса ҫÿрени коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейленӗшӗн тÿлессинчен хӑтармасть.

Регион операторӗпе килӗшӗве нумай хваттерлӗ ҫуртсен управляющи организацийӗ /управляющи компани, ТСЖ, ЖСК т.ыт.те/ урлӑ та, ҫавӑн пекех тÿрреммӗн те /тÿрӗ килӗшÿ/ тума юрать. Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи хваттер хуҫисем тÿрӗ килӗшÿ тӑвассине пухура йышӑнаҫҫӗ е управляющи организацийӗн каяша тирпейленӗшӗн регион операторӗ умӗнчи парӑмӗ икӗ уйӑхран иртсен регион операторӗ хӑй тÿрӗ килӗшÿ тӑвассине ҫирӗплетме пултарать. /Раҫҫей Федерацийӗн 2004 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнчи Çурт-йӗр кодексӗ, федерацин 1998 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнчи 89-мӗш «Производствӑри тата хуҫалӑхри каяшсем ҫинчен» саккунӗ/.

  • Регион операторӗ хӑш самантран коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсемшӗн яваплӑ шутланать.

РФ Правительствин 2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 354-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ Нумай хваттерлӗ тата уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансене, пÿлӗмсемпе усӑ куракансене коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтермелли йӗркепе килӗшÿллӗн каяшсене мусоровоза тиенӗ хыҫҫӑн коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсемшӗн яваплӑха хӑй ҫине илет.

  • Регион операторӗн ӗҫӗсен хакне мӗн ҫине никӗсленсе палӑртаҫҫӗ.

Регион операторӗн ӗҫӗсен пӗрлехи тарифне йӗркелесе тӑмалла, ӑна Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх служби палӑртать.

Регион операторӗн ӗҫӗсен хакне палӑртнӑ чухне ҫакна шута илеҫҫӗ,

  • контейнер лапамӗсенчен коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяша илсе тата тиесе каяссипе ҫыхӑннӑ тӑкаксем;
  • хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен полигонсенче тата каяшсене тирпейлекен объектсенче Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх служби ҫирӗплетнӗ тарифсемпе тӗп тунин тата тирпейленин хакне;
  • регион операторӗн хӑйӗн йӗркелÿ ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ тӑкакӗсене.
  • Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсемшӗн мӗн чухлӗ тÿлемеллине мӗнле палӑртаҫҫӗ.

Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейленӗшӗн мӗн чухлӗ тÿлемеллине палӑртнӑ чухне Чӑваш Республикин территорийӗнчи общество вырӑнӗсенче тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондӗнчи коммуналлӑ хуҫалӑхри каяшсем пухӑннин нормативне, ЧР Строительство министерстви 2017 ҫулхи чÿк уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи 03/1-03/1012-мӗш хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ, тӗпе хураҫҫӗ.

Чӑваш Республикинче пурӑнакансем валли коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейленӗшӗн мӗн чухлӗ тÿлемеллине палӑртнӑ чухне ҫакна шута илеҫҫӗ,

  • коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсем пухӑннин ҫулталӑкри вӑтам кӑтартӑвӗ – ҫулталӑкра 2,02 кубла метр;
  • регион операторӗн пулӑшу ӗҫӗсен ҫирӗплетнӗ тарифӗ;
  • хваттерте /уйрӑм ҫуртра/ пурӑнакан /ялан е вӑхӑтлӑх/ ҫынсен шучӗ.
  • Регион операторне коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейленӗшӗн паракан тÿлеве мӗншӗн уйрӑм йӗркепе ҫырнӑ тата коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсем пек палӑртнӑ.

Коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен тÿлевӗн шутне сивӗ тата вӗри шыв, электроэнерги, ӑшӑ энергийӗн, газ, баллонсенчи газ, кӑмака пуррисен хытӑ топливо, ҫумӑр шывӗсене юхтарнин тата коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейленин хакӗ кӗрет. /Раҫҫей Федерацийӗн 2004 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнчи Çурт-йӗр кодексӗн 154 статйин 4-, 5-мӗш пункчӗсем/.

  • Уйрӑм хуҫалӑх тытакансен регион операторӗпе килӗшÿ тумалла-и.

Уйрӑм ҫурт е ҫуртӑн пӗр пайӗн хуҫин коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлеме регион операторӗпе килӗшÿ тумалла. Килӗшÿ туманни е килӗшÿ тӑвассинчен пӑрӑнни каяшсене тирпейленӗшӗн тÿлессинчен хӑтармасть.

  • Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяш хуҫисен регион операторне суйланӑ хыҫҫӑн мӗн тумалла.

Каяш хуҫин чи малтанах,

  • регион операторӗпе коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлеме килӗшÿ тумалла;
  • регион операторне пулӑшу ӗҫӗсемшӗн ҫирӗплетнӗ тарифсемпе тÿлемелле /федерацин 1998 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнчи 89-мӗш «Производствӑри тата хуҫалӑхри каяшсем ҫинчен» саккунӗн 1 статйи, 24.7 статйин 1-, 2-мӗш пункчӗсем, РФ Çурт-йӗр кодексӗн 30, 161, 164 ытти статйисем/.

Аса илтеретпӗр, «Экоцентр» МВК» ООО регион операторӗн сайтӗнче – mvkecocenter.ru – тӗп страницӑра Чӑваш Республикинче коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлес тӗлӗшпе ӗҫлессин килӗшӗвӗн проектне вырнаҫтарнӑ.

  • Гражданин е юридици сӑпачӗ коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлеме урӑх организаципе килӗшÿ тунӑ пулсан регион операторӗпе ҫӗнӗ килӗшÿ тумалла-и.

Хытӑ каяшсене тирпейлекен организацисемпе тунӑ килӗшÿ регион операторӗпе килӗшÿ тӑвиччен вӑйра тӑрать. /Федерацин 2014 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнчи 458-мӗш саккунӗн 3 статйин 6-мӗш пункчӗ/.

  • Сад ӑстисен, пахчаҫӑсен е дача хуҫисен, гараж кооперативӗсен ҫÿп-ҫап тирпейлеме килӗшÿ тумалла-и.

Ӗҫленӗ май ҫÿп-ҫап тӑвакан кирек хӑш организацин те, ҫак шутра сад юлташлӑхӗсен те, гараж кооперативӗсен те регион операторӗпе килӗшÿ тумалла. Çÿп-ҫап граждансем ялан пурӑнакан вырӑнта кӑна мар, хушӑран е сезон вӑхӑтӗнче пулакан тапхӑрта та пухӑнать. Çавна май сад юлташлӑхӗсен, гараж кооперативӗсен регион операторӗпе коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлеме килӗшÿ тумалла.

  • Контейнер лапамӗн хуҫи кам шутланать, ӑна тытса тӑрассишӗн кам яваплӑ.

Контейнер лапамӗсен хуҫисем управляющи компанисем, ТСЖ е муниципалитетсем пулма пултараҫҫӗ. Контейнер лапамӗ нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗрлехи пурлӑхӗ шутлансан тата ҫурт ҫумӗнчи территорире вырнаҫсан ӑна тытса тӑрассишӗн тата юсассишӗн управляющи компани яваплӑ. Контейнер лапамӗ муниципалитет ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫсан ӑна вырӑнти администраци тытса тӑрать, юсать.

Регион операторӗ ҫÿп-ҫапа мусоровоз ҫине тиенӗ хыҫҫӑн яваплӑха хӑй ҫине илет /РФ Правительствин 2016 ҫулхи чÿк уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 1156-мӗш «Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлесси тата РФ Правительствин 2008 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчи 641-мӗш йышӑнӑвне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» йышӑнӑвӗн «Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлемелли йӗркесемпе» пӗрле/ 13-мӗш пункчӗ/.

  • Контейнер лапамӗсене тытса тӑрассишӗн кам яваплӑ.

Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяша пухмалли контейнера ҫав лапам вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗн хуҫи тытса тӑрать. Кун пирки РФ Правительствин 2016 ҫулхи чÿк уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 1156-мӗш ‘«Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлесси тата РФ Правительствин 2008 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчи 641-мӗш йышӑнӑвне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» йышӑнӑвӗн /«Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлемелли йӗркесемпе» пӗрле/ 13-мӗш пунктӗнче каланӑ.

  • Пирӗн ялта контейнер лапамӗ пулмасан ҫÿп-ҫапа мӗнле пухса илсе кайӗҫ.

Федерацин 2003 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнчи 131-мӗш «Раҫҫей Федерацийӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх управленине йӗркелемелли тӗп принципсем ҫинчен», 1998 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнчи 89-мӗш «Производствӑри тата хуҫалӑхри каяшсем ҫинчен» саккунӗсемпе тата СанПиН 42-128-4690-88 Ял территорийӗсен санитари правилисемпе килӗшÿллӗн муниципалитет районӗн администрацийӗ тата ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗрле ҫурт тата ҫӗр лаптӑкӗсен хуҫисемпе калаҫса татӑлса контейнер лаптӑкӗ уҫмалли вырӑна палӑртаҫҫӗ.

  • Коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене пухмалли контейнера камӑн вырнаҫтармалла.

Федерацин 1998 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнчи 89-мӗш «Производствӑри тата хуҫалӑхри каяшсем ҫинчен», Чӑваш Республикин 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи 3-мӗш «Чӑваш Республикин территорийӗнче экологи хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерессипе тата тавралӑха сыхлассипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр право хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» саккунӗсемпе тата Чӑваш Республикин Строительство министерствин 2017 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнчи 03/1-03/886-мӗш «Чӑваш Республикинче коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене пухмалли /ҫав шутра уйрӑммӑн пухмалли/ йӗркене ҫирӗплетесси ҫинчен» хушӑвӗпе килӗшÿллӗн контейнерсене е регион операторӗ, е коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлекен оператор, е нумай хваттерлӗ ҫуртӑн управляющи организацийӗ, е килӗшÿ туса ытти уйрӑм ҫынсемпе юридици сӑпачӗсем вырнаҫтарма пултараҫҫӗ.

  • Регион операторӗ санкцилемен ҫÿп-ҫап куписене пӗтерессипе ӗҫлӗ-и.

Регион операторӗ санкцилемен ҫÿп-ҫап куписене пӗтерес тӗлӗшпе те ӗҫлет. Регион операторне ҫав купасем ӑҫта вырнаҫнине пӗлтермелле. Специалистсем вырӑна тухса акт ҫыраҫҫӗ, сӑн ÿкерчӗксем тӑваҫҫӗ, видео ÿкереҫҫӗ. Çÿп-ҫап купин координачӗсене палӑртнӑ хыҫҫӑн ҫак купа ҫинчен ҫӗр лаптӑкӗн хуҫине пӗлтереҫҫӗ.

Çӗр хуҫи ҫÿп-ҫапа хӑй тӗллӗн вӑтӑр кунра тасатмасан регион операторӗ ӗҫе пикенет. Кайран суд урлӑ ҫÿп-ҫапа тасатса пулнӑ тӑкаксене шыраса илет.
26. Регион операторӗ коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене тирпейлес енӗпе ӗҫлет-и.

Регион операторӗн тепӗр тӗллевӗ – ҫÿп-ҫапа тирпейлесси. Хальхи вӑхӑтра ку тытӑмра нумай компани ӗҫлет, вӗсен ӗҫ-хӗлне сӑнаса тӑма йывӑр. Вӗсем ҫÿп-ҫапа саккунлӑ тата саккунсӑр объектсене турттараҫҫӗ. «Экоцентр» МВК» ООО – Чӑваш Республикинчи регион операторӗ – коммуналлӑ хуҫалӑхри хытӑ каяшсене саккунлӑ объектсене кӑна леҫӗ, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫ органӗсемпе пӗрле управа вырнаҫтариччен каяшсене тирпейлемелли услови тӑвас енӗпе ӗҫлӗ.